Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.
Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.
Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.
Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!
Ача ҫурлани яланах уяв — ашшӗ-амӑшӗшӗн те ыттисемшӗн те. Ачасем — пирӗн телей, пуласлӑх, вӗсем пур чухне тӗнче пӗтмессӗн туйӑнать.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ ачасене чаплӑн рагистрацилерӗҫ. Ак Ивановсен кил-йышӗнче те тахҫанах кӗтнӗ хӗрпӗрчи ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Софья ят панӑ. Софьйӑн икӗ аслӑ пиччӗшӗ пур — виҫҫӗмӗш ача ҫемьене тӗрӗклентерӗ.
Фроловсен кил-йышӗнче вара пӗрремеш ача ҫуралнӑ — ӑна вӗсем Надежда ят хунӑ.
Вӑрмар районӗн администраци пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Волкова ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнине ҫирӗплетекен патшалӑх хутне пачӗ, ҫемьесенче яланах ҫирӗп сывлӑх, телей, савӑнӑҫ тӑмашкӑн сунчӗ. Валентина Волкова вӗсене ҫавӑн пекех Вячеслав Кириллов парса янӑ парнесене те пачӗ. Ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем те, вулавӑш сотрудникӗсем те айӑккинче тӑмарӗҫ — хӑйсен парнисене пачӗҫ.
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче «Аван - Полимер» ТМЯО уҫӑлчӗ. Предприятине Чупай ялӗнче ҫуралса ӳҫнӗ Павловсем тата район пулӑшнипе уҫма май тивнӗ. «Аван - Полимер» шӑвармалли шлангсем туса кӑларӗ, ҫулталӑк хушшинче 12-15 миллион тенкӗ тупӑш илме палӑртнӑ. Хальлӗхе унта 33 ҫын ӗҫлет, каярах ӗҫ вырӑнӗсен шутне 55 ҫитерме палӑртнӑ.
Мероприятине чӑваш юрри-ташшисемпе пуҫларӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑйсен сӑмахӗсене «Аван – Полимер» пуҫлӑхӗ О. Ильин, район пуҫлӑхӗ В. Кириллов, Чӑваш Ен экономикӑпа суту-илӳ аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ А. Быченков тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ.
Хӗрлӗ хӑйӑва Вячеслав Кирилловпа Олег Ильин татрӗҫ.
Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Ырашпулӑх ял тӑрӑхӗн юрӑ-тавӑ ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Концерт пуҫланас умӗн ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Валерий Андреев 2007 ҫула пӗтӗмлетсе сӑмах каларӗ. Курма килнӗ хӑнасене уйрӑмах Шӑплат ял клубӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Хавас» ушкӑн юррисемпе ташшисем кӑмӑла кайрӗҫ.
Вӑрмар районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра ҫакӑн йышши концертсем Пысӑк Енкасси, Аслӑ Пинер, Келкеш, Кавал ял тӑрӑхӗсенче иртӗҫ.
Карлачӑн 18-мешӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӗренеш ялӗнче Валерий Ярды ячӗллӗ Ҫӗмерле районӗн велосипед кросӗн Уҫӑ чемпионачӗ тата Ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ Вӑрмар АҪСШ ушкӑнӗ те хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе ҫакна палартма пулать: 1996-1997 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Дмитрий Яковлев (вӑл Кивӗ Вӗренер ялӗнчен) пӗрремӗш вырӑн, 1994-1995 ҫулта ҫуралнисем хушшинче Мӑнҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Аркадий Архипов пӗрремеш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен спорт министерствинчен дипломсемпе асӑнмаллӑх парнесем тивӗҫнӗ.
Вӑрмар спортсменӗсем халӗ вара тепӗр ӑмартӑва хатӗрленеҫҫӗ — нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Ен велосипед кросӗн Чемпионачӗпе Ӑмартӑвӗ иртӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкасси ялӗнче 200 ача вӗренмелли шкула хӑпартасси малалла пырать. Ӗҫ мӗнле пынине Чӑваш Енӗн вӗрентӳ Министерствипе Вӑрмар районӗн администрацийӗ тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Халӗ иккӗмӗш хут стенисене тата газпа ӑшӑтмалли котельнӑй ҫуртне купалаҫҫӗ. Подрядчиксем палартнӑ вӑхӑтпа тан ӗҫлесе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.
Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |